Сивӗ кунсем иртрӗҫ, паян ӑшӑрах. Анчах ҫиле пула ҫанталӑк ӗнерхинчен те сивӗрех пек туйӑнать.
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх,паян каҫхине кӑштах юр ҫӑвӗ, ҫил-тӑман вӗҫтерӗ. Шӑматкун кӑштах уяртӗ, термометр 8-13 градус сивӗ кӑтартӗ.
Вырсарникун ҫил тата вӑйланӗ. Ун чухне атмосфера пусӑмӗ те чакӗ – хӑшӗ-пӗри хӑйне япӑх туйма пултарӗ. Вырсарникун каҫхине юр ҫӑвӗ, ҫил-тӑман вӗҫтерӗ.
Тунтикун ҫил лӑпланӗ, хӗвел тухӗ. Кӑнтӑрла 2-7 градус кӑна сивӗ пулӗ. Виҫҫӗмӗш декада пуҫламӑшӗнче ҫӗрлесерен 16 градус таран сивӗтӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, нарӑсӑн 23-мӗшӗ валли каллех юр ҫума пуҫлӗ.