Пӑрачкавра пурӑнакан Валентина Кудисова пӗччен пурӑнсан та кичемлӗхпе аптӑрамасть.
Валентина Викторовна — иккӗмӗш ушкӑн инваличӗ. Чирӗ йывӑр пулин те пуҫа усмасть, алӑ ӗҫӗпе чунне уҫать. Хӗрарӑм ӳкерет, картинӑсем тӗрлет, ҫекӗлпе тата йӗппе ҫыхать, сӑвӑсем ҫырать, вӗсем «Порецкие вести» район хаҫатӗнче пичетленеҫҫӗ.
Валентина Викторовна Улатӑр районӗнче ҫуралнӑ. Ардатоври медицина училищинчен вӗренсе тухнӑскер пенсие кайичченех Пӑрачкаври больницӑра медсестрара ӗҫленӗ. Хӗрӗ Мускавра пурӑнать, тӑван тӑрӑха сайра-хутра ҫеҫ килсе ҫӳрет. Апла пулин те Валентина Кудисова хӑйне пӗччен туймасть, чун киленӗҫӗпе савӑнать.