Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Республикӑри ял хуҫалӑх предприятийӗсем пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене паянхи кун тӗлне 110 пин гектар ҫапса тӗшӗленӗ. Ку вӑл мӗнпур лаптӑкран 47 процента ҫӗннине пӗлтерет. Елчӗк районӗнче 83,8 процента ҫитнӗ; Шӑмӑршӑра — 63,2%; Вӑрнарта — 55,6%, Патӑрьелте — 55,3%; Комсомольскинче — 54,3%; Канашра — 54,3%; Красноармейскинпе Хӗрлӗ Чутайӗнче — 53,9%. Тухӑҫ гектар пуҫне вӑтамран 19,2 центнер тухать. Вырмана вӗҫленӗ хуҫалӑхсем те пур. Ун пеккисем республикипе — тӑххӑррӑн. Ҫурринчен иртнисем вара — 146-ӑн.
Республикӑн ял хуҫалӑх министерстви талӑксерен миҫешер гектар вырса пынине тата хирте миҫе комбайн ӗҫленине те сӑнаса пырать. Малтанхи кӑтартӑва илсен, кунсерен 17,5-шар пин гектар ҫинче вырса тӗшӗлеҫҫӗ. 774 комбайнран хирте 711-шӗ ӗҫлет. Пурте хире тухайманни вӗсем ваннипе ҫыхӑннӑ. Кашни комбайн вӑтамран талӑксерен 24,6 гектар ҫӗнет иккен. Ҫапах та ку кӑтарту Ҫӗмӗрле районӗнче калама ҫук пӗчӗк — пурӗ те 9 гектар. Комбайн хӑватне илсен, вӑтамран вӑл 15 гектар вырма пултармалла иккен. Ҫӗнӗ йышшисем шучӗпе 40 гектар ытла та ҫӗнейреҫҫӗ-мӗн.
