Кашни халӑх хӑнасене хӑйне евӗр хӑналать. Чӑвашсен те авалтан пыракан йӑла-йӗркисем пур. Хӑнасене ҫӑкӑр-тӑварпа, сӑра куркипе кӗтсе илес йӑла паянхи кун та тытӑнса пырать.
Шупашкарта чӗретлӗ урапасен салонӗ уҫӑлнӑ хыҫҫӑн организаци ертӳҫисем чаплӑ хӑнасене — вӗсен шутӗнче Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьева та — выҫӑлла килелле ярас темен. Пуян сӗтӗл пуҫтарса хаклӑ хӑнасене тутлӑ апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтернӗ. Ку ҫеҫ те мар, тен салон ӗҫӗ такӑр ҫулпа кустарса пытӑр тесе ятарласа така тукмакне пӗҫӗрнӗ, кӑсӑклӑ апатпа вара VIP хӑнасене хӑналанӑ.