Кӗтмен-ҫӗртен республикӑна персе ҫитнӗ ҫумӑрлӑ, ӑмӑрлӑ кунсем ҫынсемшӗн чӑннипех те пысӑк тӗлентермӗш пулчӗ. Ара, этемӗн ҫулла чун каничен шывне те кӗрсе тухас килет, хӗвел ҫуттипе те «хӑмӑрланма» шухӑш пур.
Эрнепе тӑракан кӗрхи ҫанталӑк чылайӑшне йӑлӑхтарнӑ тесен йӑнӑш пулмӗ пуль — ҫанталӑк ӑшӑнасса кӗтсех тӑраҫҫӗ. Чӑн та, улшӑну ҫитӗ-ши?
Ырантан, ҫурлан 9-мӗшӗнчен сывлӑш температури пӗчеккӗн ӳсме тытӑнӗ иккен, 23-28 градус таранах ҫитӗ.
Чӑваш Республикин Гидроменцентӑр пуҫлӑхӗ Марина Китарьева пӗлтернӗ тӑрӑх кану кунӗсенче республика таврашӗнче сывлӑш температури кӑнтӑрла 23–28 градус таранах ӳсӗ, Шупашкарта вара 24–26 градус таран пулӗ. Каҫхине республикӑра ҫанталӑк 13–18 градуса ҫитӗ, чӑвашсен тӗп хулинче вара 15–17 градус. Ҫӑмӑр ҫӑвасси хальлехе паллӑ мар-ха. Ӑшӑ кунсем ҫывхарнине вара туллин туйса илме ҫурҫӗр ҫилӗ чарса тӑрӗ.
Ҫитес эрнен ҫур пайӗнче сывлӑш температури пӗр градуса хӑпарӗ. Кӑнтӑрла республикӑра 24–29, Шупашкарта 25–28 градус пулӗ. Вырӑн-вырӑнӑн вара 32 градуса та ҫитме пултарӗ.