Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -7.7 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Воспитательпе воспитатель пӗр мар-шим?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 06.08.2013 18:21 | 1252 хут пӑхнӑ

Кӑҫалхи ҫур ҫулта учительсен уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫи 22 пин тенке ларнӑ. Пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен ку вӑл 40 процента яхӑн пысӑкрах-мӗн. Ача пахчисенчи воспитательсен те кӳренме сӑлтав ҫук — вӗсем халӗ вӑтамран 17 пин тенкӗ илеҫҫӗ. Сӑмах май, вӗсене 63,5 процент ӳстерсе панӑ. Ачасене хушма пӗлӳ паракан педагогсен шалӑвӗ пӗлтӗрхи ҫур ҫулхинчен 57,4 процент ӳссе 16,5 пин тенке ҫитнӗ. Культура тата социаллӑ учрежденисенче тӑрӑшакансене уйӑхсерен вӑтамран 11–10 пиншер тенкӗ тӳленӗ-мӗн. Тухтӑрсем те ӳлӗмрен укҫа пӗчӗк тесе тарӑхма пӑрахасса шанас килет. Кӑҫалхи кӑрлач–ҫӗртме уйӑхӗсенче врачсен вӑл вӑтамран 27 пин тенкӗ ларнӑ, медицина сестрисен — 15,5 пин тенкӗ ытларах, санитаркӑсен 9 пин тенкӗрен иртнӗ. Врач тенӗрен, т.п врачсен 87 пин тенке ларни те пур иккен. Пӗр муниципалитетри тӗп тухтӑрӑн ача ҫуратма каяс умӗнхи отпуск 150 пин тенкӗ тухнӑ-мӗн.

Ҫапах та пур ҫӗрте те шалу пӗр пек лармасть иккен. Пӗр енчен, вӑтам тенине тӗп тухтӑр та, ансӑр специализациллӗ врач та кӗни паллӑ ӗнтӗ. Е тата ҫакна палӑртмалла. Пӗр ӗҫе пурнӑҫлакансен шалӑвех тӗрлӗ муниципалитетра расна-мӗн. Акӑ, шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденийӗсене илсен, Элӗк районӗнче педагогра тӑрӑшнине нимӗн те ҫитмест темелле. Унта вӗсене уйрӑмах аван тӳленӗ. Йӗпреҫре вара — чи сахалли.

#ӗҫ укҫи, #ача пахчисем, #пульницасем, #Элӗк районӗ, #Йӗпреҫ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://sovch.chuvashia.com/?p=83761
 

Комментари:

Migulaj // 3210.32.0232
2013.08.07 19:45
Воспитатель сăмахса чăвашла е чăваш чĕлхипе пĕртăван чĕлхери сăмахпа улăштарса çырма сĕнетĕп.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем