Канашра пурӑнакан 36 ҫулти хӗрарӑм полицие пынӑ. Унӑн 600 пин тенкӗ ҫухалнӑ-мӗн. Укҫине вара пӗлӗшӗсен гаражӗнче упранӑ.
Пӗлӗшӗсен гаражӗнче вӑл ӑна пӗлтӗрхи кӗркуннеренпе упранӑ. Пӗр пайӗ, 600 пин тенки, ҫухалнине халь тин асӑрханӑ.
Полицейскисем укҫана вӑрлакан ҫынна тупнӑ. Вӑл - гараж хуҫи, унччен те судпа айӑпланнӑ 33 ҫулти арҫын.
Гараж хуҫи айӑпне йышӑннӑ, тӑкака саплаштарма шантарнӑ. Ҫапах ку явап тытасран хӑтармасть. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.