Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Камера фестивалӗ иртӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 21.11.2023 05:57 | 1749 хут пӑхнӑ
Культура

Чӑваш Енре Раҫҫейри композиторсен союзӗн «Пять вечеров» (чӑв. Пилӗк каҫ) камера фестивалӗ иртӗ. Асӑннӑ пӗрлешӗве ҫав мероприятие ирттерме Раҫҫейӗн Культура министерстви пулӑшать.

Ку проекта пилӗк ҫул каялла пуҫарса янӑ. Унӑн тӗллевӗ — хамӑр ҫӗршыври хальхи вӑхӑтри авторсен музыкипе паллаштарасси. Юбилей ҫулталӑкӗнче фестивале Раҫҫейӗн ҫичӗ хулинче йӗркелеме йышӑннӑ, ҫав шутра — Шупашкарта та.

Пирӗн республикӑра фестиваль программипе Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн сцени ҫинче паллашма пулать.

Куракансем умне Чӑваш Енри тата Тутарстанри артистсем тухӗҫ. Ҫав шутра — Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн ӑстисем, музыка енӗпе вӗренекен студентсемпе преподавательсем.

Концерт чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 18 сехет те 30 минутра Шупашкарти Энтузиастсен урамӗнчи 26-мӗш ҫуртри концерт залӗнче пуҫланӗ.

#фестивальсем, #Культура институчӗ, #культура, #концертсем, #Тутарстан

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2298.53.7538
2023.11.21 17:57
Agabazar
Мĕн вăл «камера фестивалĕ»?
Ялтан // 2621.19.5120
2023.11.30 20:19
Трактар урапин пулать- ске, саван пирки самах пырать пуль. Урах камера чаваш челхинче сук.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем