Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗ Раҫҫей этнографи музейӗнче упранакан япаласен куравне уҫӗ.
«Сохраненная красота: раритеты чувашской культуры из собрания Российского этнографического музея» (чӑв. Упраса хӑварнӑ илем: Раҫҫей этнографи музейӗн пуххинче чӑваш культурин раритечӗсем) ят панӑ куравра XVIII-XIX ӗмӗрсенчи чӑвашсен япалисемпе паллашма май килӗ. Питӗре каймасӑрах.
Асӑннӑ этнографи музейӗнче чӑваш коллекцийӗнче 6 пине яхӑн япаларан тӑрать иккен. Вӑл Чӑваш наци музейӗнчинчен те маларах йӗркеленме пуҫланӑ. Туй тутӑрӗсене, сӑмахран, III Александрӑн Вырӑс музейӗн этнографи пайне 1902 ҫултах Хусанти университечӗн профессорӗ Иван Смирнов панӑ.