Паянхи ӗмӗрте телейлӗ те ҫитлӗ, сывӑ та пуян пурӑнас текенсем тӗрлӗрен экстрасенс, чиккан пулӑшӗвӗпе хӑйсен ӗмӗчӗсене пурнӑҫа «кӗртме пултараҫҫӗ», укҫи кӑна ҫитерӗклӗ пултӑр. Этеме ӑнланма пулать —тӗрӗс тӗкел пурӑнма ара кам ӗмӗтленмест? Анчах та нумай чухне пурнӑҫа «тӳрлетекеннисемпе» ҫыхлансан, шарне икӗ хут нумайрах курма тивет.
Телевизорпа экстрасенсӑн «пултарулӑхне» курсан 77 ҫулхи ват ҫыннӑн пурнӑҫра асамлӑх пуррине ӗненес килсе кайнӑ. Калаҫакан «ещӗкрен» телей валеҫекене итленӗ хыҫҫӑн карчӑк частарах телефон нумерне ҫырса илнӗ, экстрасенс патне шӑнкӑравланӑ. Лешӗ нумай шутласа тӑман пулас — карчӑкӑн кил-йышне такам ӑншӑрт яни пирки пӗлтернӗ, ӑна сирме темиҫе хут телефонпа сеанс ирттермелле имӗш тата пӗтев (амулет) туянмалла. Ҫак ӗҫшӗн экстрасенс 100 пин тенкӗ ыйтнӑ.
«Телейлӗ пурӑнас тесен — укҫа-тенкӗ те шел мар», — ҫак сӑмахсене тӗпе хурса айван карчӑк укҫана куҫарса панӑ, анчах та пурнӑҫ ҫӑмӑлланине туйман. Вӑхӑт иртсен «Малашев тухтӑр» хӑех шӑнкӑравланӑ, ҫӗнӗрен укҫа куҫарса пама ыйтнӑ. Хальхинче экстрасенс тӗплӗрех ӗҫлӗ тесе шутланӑ-ши — карчӑкӗ ку хутӗнче те килӗшнӗ. Полицине вара пулӑшу ыйтма 161 пин тенкӗ ҫухатсан ҫеҫ кайнӑ.