Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Денис Спиринӑн тӳлевсӗр ӗҫлекен канашҫӑсем пулӗҫ. Хальлӗхе унӑн – пӗр канашҫӑ. Вӑл – ҫамрӑксемпе ӗҫлекен Кирилл Мухин, унччен спецназ пулнӑскер.
Йышӑну проектӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, канашҫӑсем сити-менеджер хушӑвӗпе тӳлевсӗр ӗҫлӗҫ, должноҫсене йышӑнаймӗҫ. Вӗсене хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ мӗн чухлӗ вӑхӑт ӗҫленине кура палӑртаҫҫӗ, хӑйсем заявлени ҫырсан тивӗҫе пурнӑҫлама шанаҫҫӗ.