Ҫӗрпӳ округӗнче пулнӑ аварире пассажир аманнӑ. Куншӑн, кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн, водительтен укҫа шыраса илнӗ.
Ун чухне ҫанталӑк тӗтреллӗ тӑнӑ. Водитель руле итлеттереймесӗр ҫул хӗрринчи паллӑ ҫине пырса тӑрӑннӑ, унтан кювета чӑмнӑ. Салонри хӗрарӑм аманнӑ. Куншӑн суд водителе 400 пин тенкӗ тӳлеттерме йышӑннӑ. Анчах лешӗ килӗшмен.
Ҫавна май суд приставӗ ыйтнипе унӑн шалӑвӗнчен укҫа тытса юлма пуҫланӑ. Ҫавӑн пекех ӑна ют ҫӗршыва тухса ҫӳреме чарнӑ. Кун хыҫҫӑн тин арҫын пӗтӗм укҫана саплаштарнӑ.