Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Николай Кондрашкин ӗҫне преми илме тӑратнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 25.09.2023 05:51 | 3276 хут пӑхнӑ
Персона

Чӗмпӗрте ӗҫлесе пурӑнакан чӑваш скульпторӗн Николай Кондрашкинӑн «В единстве — сила» (чӑв. Пӗрлӗхре — вӑй) проектне Чӑваш Енӗн патшалӑх премине илме тӑратнӑ. Автор ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫе наци культурипе ӳнерне аталантарас, пӑлхар чӑваш халӑхӗн кун-ҫулӗпе паллаштарас енӗпе тӑрӑшнӑшӑн тӑратнӑ.

Аса илтерер, асӑннӑ проекта скульптор Шӑмӑршӑра пурнӑҫа кӗртет. Пӗлтӗр унта Атӑлҫи Пӑлхар патшин Кӑтракӑн палӑкне лартнӑ.

Кӑтрак — Кубрат хан ывӑлӗ. Хасарсем ҫӗмӗрсе тӑкнӑ Аслӑ Пӑлхартан пирӗн несӗлсем вӑл ерсте пынипе Вӑтам Атӑл тӑрӑхне куҫса килнӗ, хальхи Тутарстан ҫӗрӗ ҫинче Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхне пуҫарса янӑ.

#Шӑмӑршӑ, #Чӗмпӗр, #премисем, #чӑвашлӑх, #астӑвӑм, #скульпторсем, #ят-сум, #палӑксем, #несӗлсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 8342.0.1342
2023.09.25 08:51
Agabazar
Атăлçи Пăлхара хальхи Тутарстан çĕрĕ çинче никĕсленĕ тени тĕрĕс мар.

Чăннипе лаптăк чылай пысăкрах.
Базиль Кириллов // 1734.06.1786
2023.09.25 09:19
Преми илме, Положени тăрăх, проекта пурнăçланă хыççăн çур çул иртсен тăратмалла. Заметкана вуласан автор ăна "пурнăçа кĕртет" кăна иккен. Çакă хастара премине илме чăрмантарма пултарать.
Agabazar // 8342.0.1342
2023.09.25 13:11
Agabazar
Скулптор хăйĕн ĕçне тунă.

Малалла пурнăçа кĕртесси — скульптор ĕçĕсемех мар. Тавралăха майлаштармалла (асфальт сарса çулсем тăвасси, чечек клумбисем майлаштарасси, ларса канма саксем лартмалла, хурал йĕркелемелле, туризм маршручĕсене кĕртмеле тата ытти те).
2023.09.25 13:26
Таисия Ташней
Авторĕ каланă тăрăх, проекта пурнăçласси малалла пырать. Унта палăксен пантеонĕ пулмалла.
Agabazar // 1119.3.0031
2023.09.30 20:03
Agabazar
Паллă ĕнтĕ, пурнăç нихçан та чарăнса лармасть. Малаллах каять.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем