«Росспиртпром» компани авӑн уйӑхӗнче Шупашкарти хӑйӗн заводӗнче украин маркиллӗ Nemiroff шурӑ эрехе кӑларма тытӑнать иккен. Унӑн пӗр кӗленчи мӗн хак тӑрасса та пӗлтереҫҫӗ — 210 тенкӗ-мӗн.
Украин маркиллӗ эрехе предприяти хӑйӗн икӗ филиалӗнче — Шупашкарта тата Кустӑрмара — палӑртать. «Росспиртпром» холдингӑн директорсен канашӗн председателӗ Яков Грибов Украинӑри асӑннӑ предприятипе килӗштерсе ӗҫлессине ӳлӗмрен тата сарасса шаннине палӑртнӑ иккен. Хальлӗхе ҫӗнӗ маркӑллӑ эрехе тултарассине заводсенче тӗрӗслес ӗҫ пырать иккен. Ҫулталӑк вӗҫлениччен Nemiroff эрехе икӗ заводра 800 пин литр кӑларма палӑртнӑ.