Чӑваш Енӗн Патшалӑх ҫурт-йӗр инспекцийӗ ҫак уйӑхри хӑйӗн ӗҫне пӗтӗмлетнӗ те управляющи компанисем ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх хакӗсене шутласа парассипе ҫыхӑннӑ кӑлтӑксене асӑрханӑ. Ун пек тӗслӗхсем 20 хут тӗл пулнӑ. Е тата юсав ӗҫӗсене пуҫланӑ та вӑхӑтра вӗҫлемен е тата пахалӑха мала хуман. Юлашкинчен асӑннӑ евӗр ҫитменлӗх 7 хутчен тупӑннӑ. Кунсӑр пуҫне кӑлтӑкӗсем ҫурт-йӗр фондне тата коммуналлӑ энергетика объекчӗсене хӗле хатӗрлессипе самай тупӑннӑ иккен.
Маларах асӑннӑ инспекци пӗтӗмпе ҫак уйӑхра 39 административлӑ ӗҫ пӑхса тухнӑ. Вӗсем пурте ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхпа ҫыхӑннине эсир ӑнлантӑр пулӗ ӗнтӗ. Кунсӑр пуҫне тата прокуратура та ҫак енпе ҫыхӑннӑ кӑлтӑксене 8 хут пӑхса тухнӑ.