Республикӑра чи лайӑх вӑрман инспекторне суйланӑ. Кӑҫал ку ята Йӗпреҫ вӑрманӗнӗн лесничийӗ Александр Кондратьев тивӗҫнӗ.
Вӑл чи малтан вӑрман мастерӗ пулнӑ, паянхи кун та ҫак тытӑмрах тӑрӑшать – вӑрманти пушар хӑрушсӑрлӑхӗшӗн яваплӑ. Инспектор пушар хӑрушсӑрлӑхӗ пирки ҫынсемпе те калаҫу иртерет. Лайӑх ӗҫленӗшӗн ӑна РФ Хӳтӗлев министерствин Хисеп грамотипе чысланӑ.
Кунсӑр пуҫне Александр Кондратьев – виҫӗ ача ашшӗ. Аслӑ ывӑлӗ Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнче вӗренет, пуласлӑхне ашшӗ пек вӑрманпа ҫыхӑнтарма ӗметленет. Вӑтамми – шкула, кӗҫӗн хӗрӗ ача пахчине ҫӳреҫҫӗ. Пушӑ вӑхӑтра ҫемье вӑрмана кӑмпана тата ҫырлана кайма юратать.