 Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
      Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.  
     Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
      Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ... 
     Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
      Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха... 
     
 Ҫак уйӑхӑн юлашки вырсарникунӗнче Ҫарпа тинӗс флочӗн кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Историе илсен, ҫар флотне 1696 ҫултах йӗркелеме йышӑннӑ. Ун пирки пӗрремӗш Петӗр патша ятарлӑ Хушӑвах кӑларнӑ. Унтанпа сахал мар шыв-шур юхса иртнӗ. Ҫарпа тинӗс флочӗ аталаннӑ, ку енӗпе службӑра тӑракансене халалласа уяв кунӗ те туса хунӑ.
Комсомольски салинче вара моряксене асӑнса палӑках уҫма шут тытнӑ. Ӑна Ҫарпа тинӗс кунӗ умӗн, шӑматкун, ирхи 11 сехетре савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ.
| Игорь Сайман // 3669.57.3320 2013.07.28 16:23 | |
| Тинкеретĕп те ку сăн çине, вырăсла çырнине çеç куратăп. Чăвашла çырни-мĕнĕ курăнмасть. | |
| Аçтахар Плотников // 5043.2.1941 2013.07.28 16:26 | |
|  | Аха, çав, чăвашлине яланах _ыйтса_ илмелле. :(  | 
| Игорь Сайман // 3669.57.3320 2013.07.28 17:13 | |
| Тĕрĕссипе унашкал япаласем (чăвашла çырасси) хăй тĕллĕн, никам ыйтмасăр-хушмасăр автоматла пулса пыма тивĕçлĕ. | |
| Migulaj // 1230.05.7492 2013.07.28 18:45 | |
| Мĕн сăлтавпа тата Чăваш республикинче тăван чĕлхепе çырма камран та пулин ыйтса ирĕк илмелле? Е Чăваш республикин Конституцийĕ те тислĕк вырăнĕнче çеç? | |
