«Хыпар» Краснов депутата явап тыттарасшӑн. Ҫапларах пӗтӗмлетме пулать «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче «Краснов о тиражах и миражах» ятпа пичетленнӗ блогра.
Асӑннӑ ҫӑлкуҫ хыпарланӑ тӑрӑх, «Хыпар» хаҫат ӗҫченӗсен пӗр ушкӑнӗ республика парламенчӗн депутатне Пётр Краснова редакцие пӗрмай критикленӗшӗн (ӑнланманлӑх пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче «Петр Краснов депутат «Хыпара» мӗншӗн тапӑннӑ?» ятпа пичетленнӗ хыпарта Софья Савнеш унччен пӗлтернӗччӗ-ха) явап тыттарма ыйтса Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн этика енӗпе ӗҫлекен комиссине заявлени ҫырса панӑ-мӗн. Комисси вара ҫав хута пӑхса тухассине каярах вӑхӑта хӑварнӑ имӗш.
Асӑннӑ блогра Пётр Краснов депутат ӗнентернӗ тӑрӑх, унӑн тӗп чӑваш хаҫатне е пӗр-пӗр ҫынна тапӑнас тӗллев ҫук. Вӑл, республикӑн пӗрремӗш пичет министрӗ пулнӑскер, «Хыпар» шӑпишӗн питӗ пӑшӑрханать-мӗн.
Станьял // 3772.48.0255
2023.08.03 13:17 | |
Каллималлин // 1734.06.1786
2023.09.09 11:25 | |
"Капкăна" П.С. Краснов мар, Т.Г. Вашуркина ыйтнипе А.С. Иванов хупнă-çке. Пĕлсе танă çĕртенех ма суян? |
Уҫӑмлӑрах та туллинрех пӗлтерӗр. Кунта "Хыпар" ҫеҫ мар, "Ялав",, "Капкӑн" тата ытти те Петӗр Краснов ячӗпе ҫыхӑннӑ-ҫке!
Чӑвашла хыпарлавӑн начар лару-тӑрӑвне пӗрлештерса анлӑн татса памалла тесе шутлатӑп. Ҫырӑнса илмелли майсем те ялсенче пӗтрӗҫ, Тата хӑҫанччен кутӑнла айванланӑпӑр?