Чӑваш чӗлхин «Хавал» ҫуллахи университечӗ (хастарсем ҫапла ят панӑ. Ытти ҫул уйлӑх текенччӗ) хӑйӗн ӗҫне вӗҫленӗ. Кӑҫал вӑл 13-мӗш хут иртрӗ.
Чӑваш хастарӗсем хальхинче Етӗрне районӗнчи «Сӑр шурӑмпуҫӗ» кану базинче пухӑннӑ. Университет утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен пуҫласа ӗҫленӗ.
«Хавал лагерь вӗҫленчӗ. Пиллӗк кун хушши тем те тунӑ, тем те пӗлнӗ. Ыран ирхине киле таврӑнатӑп. Паллах, тепӗр ҫулта та Хавала пыратӑп. Хавалтан лайӑхрах нимӗн ҫук!» — хыпарланӑ халӑх ушкӑнӗнчи хӑйӗн страницинче Игорь Алексеев.
Agabazar // 1514.77.6622
2023.07.15 07:45 | |
Хастар тени — хаклавла палăртав. Ĕçхĕл тĕсĕ е сĕмĕ мар. | |
Agabazar // 2843.40.5089
2023.07.19 04:51 | |
Трудолюбивый работник тенне епле куçаратăр? Ĕçчен ĕçчен? ))) |