Патӑрьелте ача-пӑча лапамӗнче 9 ҫулти ача шар курнӑ. Унӑн пӳрни хӗсӗнсе ларнӑ. Шел те, пӗр пайӗ татӑлса ӳкнӗ.
Ку ӗнер Киров урамӗнчи 33-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче пулнӑ. Ача тӑвайккинчен ярӑннӑ. Ҫавӑн чухне пӳрни хушӑка хӗсеннӗ. Палӑртмалла: тӑвайкки ҫӗнӗ. Ҫынсем халӑх тетелӗнче каланӑ тӑрӑх, вӑл вырнаҫтарсанах авӑннӑ, хушӑк курӑнма пуҫланӑ.
Agabazar // 2620.17.6411
2023.06.23 14:50 | |
Татăлнă пÿрнене сыпмалли технологисем пур вĕт медицинăра. |