Ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш Республикин ҫар мухтавӗн музейӗнче «У истоков зоргенского движения» (чӑв. Зорге юхӑмӗн пуҫламӑшӗнче) курав уҫӑлнӑ. Ӑна асӑннӑ юхӑма Чӑваш Енре пуҫарса янӑ Мария Красновӑна халалланӑ.
Курава уҫма Мария Александровнӑн ҫывӑх ҫыннисем хутшӑннӑ. Музея вӗсем фотосемпе документсен архивне, ҫав шутра Зорген тӑвванӗсемпе тата ӗҫтешӗсемпе ҫӳретнӗ ҫырусене, легендарлӑ разведчикӑн уйрӑм япалисене парнеленӗ.
Мария Краснова хӑй вӑхӑтӗнче Патӑрьелӗнчи шкулта пионервожатӑйра ӗҫленӗ. Вӑл Зорге пурнӑҫӗпе кӑсӑкланма тытӑннӑ. Вӑл ертсе пынипе 1965 ҫулта Чӑваш Енрен Бакуна, Зорген иккӗмӗш сыпӑкри аппӑшӗ патне тухса кайнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн пирӗн республикӑра Зорге юхӑмӗ пуҫланса кайнӑ. 1978 ҫулта Шупашкарти 3-мӗш шкулта Р. Зорге ячӗллӗ мемориал комплексӗ уҫнӑ. Мария Краснова вӑл вӑхӑтра унта ӗҫленӗ. Хӗрарӑм ҫав пуянлӑха пысӑкрах шая кӑларма ӗмӗтленнӗ, анчах хӑй туса ӗлкӗреймен, халӗ унӑн ҫывӑх ҫыннисем ҫав ӗмӗте пурнӑҫланӑ.