Чӑваш Енре оборона комплексӗн ӗҫченӗсем валли аренда ҫурт-йӗрӗ тума пуҫлӗҫ. Кун пирки республика Элтеперӗ «Комсомольская правда» хаҫата панӑ интервьюра палӑртса хӑварнӑ.
Олег Николаев ӗнентернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен ҫурт-йӗр хӑпартассипе малта пыракан регионсен шутӗнче. Республика ӳлӗмрен те малтисен шутӗнче пуласшӑн.
«Президент аренда ҫурт-йӗрне тӑвассипе ҫине тӑрса ӗҫлеме хушать. Хальлӗхе — оборонӑпа промышленность комплексӗн ӗҫченӗсем валли. Эпир вӑл программӑна кӗме палӑртатпӑр. Асӑннӑ комплекса кӗрекен предприятисенче тӑрӑшакансене ҫурт-йӗр мӗн чухлӗ кирлине тишкертӗмӗр. Ку программа пурнӑҫа кӗме тытӑнсан ҫурт-йӗр хӑпартассин кӑтартӑвне чакармасӑр тӑрӑшма май килӗ», – тенӗ республика ертӳҫи.