Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Акташкасси те шывсӑр аптӑрать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 23.07.2013 16:25 | 1442 хут пӑхнӑ
Хӗллехи Акташкасси
Хӗллехи Акташкасси

Ҫулла кӑҫал пирӗн тӑрӑха шӑрӑх ҫанталӑкпа килчӗ. Ҫурҫӗр енчи районсенче лару-тӑру ытлашшиех япӑх мар пулин те ҫавах та унта та шыв ҫителӗксӗррипе аптӑраҫҫӗ.

«Хыпар» хаҫат (паянхи кӑларӑм) пӗлтернӗ тӑрӑх Ҫӗрпӳ районӗнчи Акташкассинче те шыв ыйтӑвӗ ҫивӗч. Пачах та шывсӑр мар-ха — 20 метр тарӑнӑш икӗ пусӑ пур. Акташкассисене вара скважина юрӑхсӑра тухни, ӑна халӗ те юсаманни пӑшӑрхантарать иккен. 1992 ҫулта туса лартнӑ хыҫҫӑн 5–6 ҫултан вӑл типсе ларнӑ имӗш. Кайран, хӑвсамӑрах пӗлетӗр ӗнтӗ унашкал лару-тӑрура япала майӗпен-майӗпен юрӑхсӑра тухать. Кунта та юсаман.

2004 ҫулта Л. Анисимов пенсионер шыв пӑрӑхне юсас тӗлӗшпе ӗҫе пикеннӗ иккен — проектне хатӗрленӗ, тӗрлӗ кантура ҫыру ҫырнӑ. Хальхи вӑхӑтра патшалӑхран пулӑшу илес тесен ӗҫе пӗр-пӗр программӑна кӗртмелле. Ял халӑхӗ тӑрмашнӑ, министерствӑсем тӑрӑх ҫӳренӗ. Анчах та, 2005 ҫултанпах строймин ӗҫченӗсем «хушма укҫа» тупӑнасса кӗтеҫҫӗ имӗш. Пӗлтӗр тата проект кивелни пирки пӗлтернӗ пулать — хутсене ҫӗнӗрен хатӗрлемелле имӗш, вара 2017 ҫулхи программӑна кӗртме шанӑҫ тупӑнӗ.

Шыв ялта кирлех. Пушар тухсан, сӑмахран, пусӑран шыв нумай ӑсаймӑн. Л. Анисимов та ыйтать: таса ӗҫмелли шывпа Акташкассине хӑҫан тивӗҫтерӗҫ-ши?

#шыв, #Акташкасси, #Ҫӗрпӳ районӗ, #шыв ыйтӑвӗ, #тӳре-шара

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем