Паян 10 сехет те 20 минутра Лапсар тӑкӑрлӑкӗнчи промзонӑра цистерна ҫуннӑ. Ҫӑра тӗтӗм ҫӳлелле мӑкӑрланса хӑпарнине ҫынсем те курнӑ.
Унта мазут цистернине демонтаж тунӑ. Сварка аппаратӗнчен тухнӑ ҫулӑм пайӑркине пула шаплатнӑ сасӑ пулнӑ.
Пушара 11 сехет те 45 минутра сӳнтернӗ. Ку пӑтӑрмах промзонӑри ытти предприяти умне хӑрушлӑх кӑларса тӑратман.