Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Атнар ял тӑрӑхӗнче ял урамӗсене хӑтлӑх кӳрессипе ҫине тӑни пирки эпир пӗрре ҫырнӑччӗ-ха. Халӗ, ав, тата тепӗр ҫӗнӗ хыпар. Унта ҫӑва патне каймалли ҫула йӗркене кӗртес тенӗ. Ҫак ӗҫе вырӑнти ял тӑрӑхӗ ҫине тӑнипе пуҫӑннӑ.
Мӗн тӑвас тетӗн, пӗрисем килеҫҫӗ, теприсем каяҫҫӗ. Леш тӗнчене каясси ҫутҫанталӑкӑн вӑхӑтне, ҫул пуррипе ҫуккине пӑхса килмест-ҫке. Шӑтӑк-путӑкланса кайнӑ ҫула юсас тесе ҫыр хӑйӑрне турттарма тытӑннӑ. Унсӑр пуҫне атнар ҫӑвине хӑтлӑх кӗртессипе те тимлеҫҫӗ-мӗн. Унта пырса кӗнӗ ҫӗрте карта тытнӑ, хапха тунӑ.