Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Ҫиччӗ виҫ те пӗрре кас.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Тухтӑрӑн кӗнеки пичетленсе тухнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 15.04.2023 06:02 | 2015 хут пӑхнӑ
Культура
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш кӗнеке издательствинче нумаях пулмасть Николай Евдокимовӑн «Ҫулсем-йӗрсем» романӗ 1000 экземплярпа кун ҫути курнӑ.

Николай Евдокимов 1893 ҫулхи ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Самар облаҫӗнчи Шунтал районӗнчи Ҫӗнӗ Таяпа ялӗнче ҫуралнӑ. Теччӗри педагогика курсӗнче, Хусан университечӗн медицина факультетӗнче вӗреннӗ, Хусантах акушерство клиникинче ординатурӑра пӗлӗвне ӳстернӗ. 1930 ҫулта вӑл Чӑваш Ене куҫса килнӗ, медицина енӗпе ӗҫлесе пурӑннӑ. Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ята тивӗҫнӗ.

Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Николай Евдокимовичӑн малтанхи юптарӑвӗсем 1929 ҫулта «Хӗрлӗ сӑнӑ» кӗнекере пичетленнӗ. 1936 ҫулта унӑн «Юптарусем» кӗнеки, 1962 ҫулта «Ҫулсем-йӗрсем» романӗ, 1964 ҫулта «Крепков» повеҫӗ тухнӑ. Вӑл совет тата ют ҫӗршыв ҫыравҫисен хайлавӗсене, медицина кӗнекисене чӑвашла куҫарнӑ. Н.Е. Евдокимов 1964 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.

#Теччӗ, #Ҫӗнӗ Таяпа, #Шунтал районӗ, #Самар облаҫӗ, #ҫыравҫӑсем, #Хусан, #тухтӑрсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Мĕтри Ванччă // 5599.066
2023.04.15 16:33
Ку кĕнеке - Тăван Çĕршыв Аслă вăрçи вăхăтĕнчи нимĕç тыткăнĕнчи çулсем-йĕрсем çинчен. Ăна çыраканĕ вăрçă тăршшĕпех тыткăнра пулнă тесен те юрать (1941 çултанпа 1945 çулчченех), тыткăнра та вăл тухтăр ĕçĕсенех туса пынă. Кайран мĕн виличченех Канаш хулинчи больницăра акушер-гинекологи енĕпе тĕп тухтăр пулса ĕçленĕ.
Agabazar // 1150.82.0409
2023.04.16 09:58
Agabazar
Çыравçă тата романçă пек паларнă тухтăр.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем