Сыпкалама юратакансен кулленхи ыйту вӑл — «мӗнле майпа паян ӑша лӑплантарас-ши?» Черкке тупас нушта вара ҫынна тӗрлӗ ӑссӑр ӗҫсем тума хӗтертет.
Сӑмахран, иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗнче самай «хӗренкеленӗ» арҫын апат-ҫимӗҫ лавккине ҫул тытнӑ — ара, ун хуҫи амӑшӗ-ҫке. Унта вӑл лавккаҫӑран тӳлевсӗрех икӗ эрех кӗленчи илесшӗн пулнӑ. Лавкаҫӑ вара хуҫа хӑй ывӑлне эрех таврашӗпе тивӗҫтерме юраманнине тӗпе хурса Шупашкар районӗн 37 ҫулхи арҫынна мӗн ыйтнине пама килӗшмен. Лешӗ вара нумай шутласа тӑман иккен — лавкка ҫӳлӗкӗнчен икӗ кӗленче илсе кӗсьене чиксе тухса кайнӑ.
Ҫак ӗҫ-пуҫпа вара паян суд ларӑвӗ иртнӗ. Унта хайхи арҫын амӑшӗ ывӑлне лавккаран эрех тавраш илсе тухма ирӗк паманнине ҫирӗплетнӗ.
Чӑваш Енӗн РФ прокураторинче пӗлтернӗ тӑрӑх вӑрӑ-хурах ӗҫне тытӑннӑ арҫына «Ҫарату» статьяпа «айӑплӑ» тесе палӑртнӑ. Ӑна вара пӗр ҫул та вунӑ уйӑхлӑх юсав колонине леҫмелле тунӑ.