Шупашкарти ӳнер училищинче хальхи вӑхӑтра куҫӑн мар мелпе 260 ҫын вӗренет. Ҫав шутран 112-шӗ (43%) пӗлӗве хысна шучӗпе туптать, 148-шӗ (57%) укҫа тӳлесе вӗренет.
Училище студентсене 6 специальноҫпа вӗрентет: театрпа декораци дизайнӗ, дизайн, декораципе прикладной ӳнер тата халӑх промыслисем, живопись, анимаципе анимаци киновӗ, скульптура.
2022 ҫулта студентсене анимаци тата анимаци киновӗ енӗпе вӗренме тытӑннӑ. Ку ӑсталӑха 17 ҫын илет. Кӑҫалтан ҫав енӗпе тата пулас скульпторсене (пурӗ 8-шар вырӑн) бюджет шучӗпе вӗрентме тытӑнӗҫ.
Кун пирки республикӑн культура министрӗн ҫумӗ Георгий Богуславский коллективпа тӗл пулсан каланӑ.