Чӑваш Ен ҫыннисен кун-ҫулӗн тӑршшӗне тухтӑрсем сӑнанӑ та ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ патне ҫитсе тухнӑ. Ку вӑл — пӗлтӗрхине тишкерсен.
Ӗмӗре 100 ҫулпа шутланине асра тытсан тата ҫывӑх ҫыннӑмӑрсене май килнӗ таран ытларах пурӑнтарас килнине шута илсен, ҫичӗ теҫетке ҫула вӑрӑм тееймӗн. Ҫапах та 2011 ҫулхипе танлаштарсан республикӑра пурӑнакансен кун-ҫулӗ вӑрӑмланни савӑнтарать. Чӑвашра пурӑнакансен вӑтам ӗмӗрӗ пӗлтӗр 0,64 ҫул хутшӑннӑ иккен. Ҫапла пӗлтернӗ ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Алла Самойлова республикӑн правительство ларӑвӗнче.
Тухтӑрсен тата 100 пин пуҫне миҫе ҫын вилнине тишкерес йӑла пур. Ку кӑтарту пӗлтӗр 13,3-пе танлашнӑ. Виҫӗм ҫулхинчен ҫакӑ 2,2 процент лайӑхланнӑ-мӗн. Вӑй питтисем вилесси 6,6 процент сахалланнӑ тесе пӗлтернӗ сывлӑх сыхлав министрӗ. Кунсӑр пуҫне вӑл чӗрен ишеми чирӗпе вилекенсен шучӗ 6,2 процент, инсульт пирки пурнӑҫран уйрӑлакансен хисепӗ 10,2 процент, тӗрлӗ шыҫҫа (кунта сӑмах рак пирки пырать-тӗр) пула куҫ хупакансен йышӗ 4,9 процент чакнине палӑртнӑ.