«Ҫынна ырӑ тӑвиччен усал ту», — тесе такам ӑшши-пӑшшипех каланӑ пуль ҫав. Вӑрнар районӗнчи кинемей хӑйӗнчен икӗ ҫул ҫамрӑк арҫынна лешӗн пурӑнма вырӑн ҫуккине кура (вӑй питтин ҫурчӗ юрӑхсӑра тухнӑ иккен) хӑй патне пурӑнма кӗртнӗ. Ватӑ ҫынна пӗччен ҫӑмӑл мар та, хама пулӑшӗ тесе шухӑшланӑ-ши? Пӗр пилӗк ҫул таран усранӑ вӑл ӑна.
Кинемей ҫулне кура мар вӑр-вар пулнӑ курӑнать: 91 ҫулхискер пӗр кунхине вӑрӑлӑх лартнӑ сухана кӑларса пуҫтарнӑ. Ун патӗнче пурӑнакан 45 ҫулхи арҫын шучӗпе вара ӑна кӑларма васкамалла пулман. Ӳсӗр арҫын сӑмахпа кӑна ятланӑ-и — кинемее аяк пӗрчи хуҫӑличченех хӗнесе пӗтернӗ. Кайран ӑна вӑл вырӑн ҫине вырттарнӑ, хӑй те ҫывӑрма кӗрсе выртнӑ. Ирпе пӑхать те ватӑ сывламаннине асӑрхать...