Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ял хуҫалӑх ӗҫӗсем кӗркунне вӗҫленнӗ темелле ӗнтӗ. Анчах республикӑра комбайнсем хӗвелҫаврӑнӑш вӑррине пуҫтарма тухнӑ. Кун пирки «Чӑваш Ен» ПТРК сюжет ӳкернӗ.
ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр 6 пин гектар ҫӗр ҫинче хӗвелҫаврӑнӑш вӑрри акнӑ. Юпан 27-мӗшӗ тӗлне 612 гектар ҫинчине пухса кӗртнӗ, раштавӑн 27-мӗшӗ тӗлне – 2764 гектар ҫинчине.
Пӗлтӗр 4231 тонна хӗвелҫаврӑнӑш вӑрри туса илнӗ.
Agabazar // 3352.08.1285
2023.01.31 10:53 | |
Ытларах Шăмăршă районĕнчем пулас | |
Аçтахар Плотников // 1554.82.5383
2023.01.31 11:29 | |
Пирӗн тӑрӑхра та пайтах. Ҫурри ытла юр айне пулнӑ (ытларах пӑрлӑ ҫумӑра пуль), тепӗр ҫуррин ҫуррине кайӑксем валли ыр курмалӑх пулса тӑнӑ. 25% кӑна тӑрса юлнӑ пуль… Сӑлтавӗ — каярах лартнинче пуль. Юнашарти уйра юр ларсан вырса кайрӗҫ... Ку вара халь те вырманскер тӑрать… | |
