Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
«Эмоция» ташӑ ушкӑнӗ Пӑлхарта пӗчӗк хрусталь кӳлепине тивӗҫнӗ. Вӗсем ташланӑ чӑваш ташши жюри членӗсемпе куракансене хытах килӗшнӗ.
— Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен конкурса килсе ҫитнӗ пултаруллӑх ушкӑнӗсем 5 кун хушши фестиваль хӑнисене савӑнтарнӑ. Эпир вара икӗ ташӑпа конкурса хутшӑннӑ: «Тутар вӑййи» тата «Наци йӑли-йӗркисенчен тытӑнса тӑракан чӑваш наци ташши». Юлашки ташӑна куракансем тӳрех тимлерӗҫ, ют ҫӗршыв ҫыннисем валли вара ташӑ чӑн та ҫӗнӗлӗх пулчӗ, — пӗлтерет хорэографи ушкӑнне ертсе пыракан Пётр Пашков.
Конкурса йӗркелесе пыракансем пирӗн ентешсене Украина тата Испани ҫӗршывӗсенче пулса иртекен ташӑ мероприятийӗсене хутшӑнма чӗннӗ. Ку шанӑҫа ҫамрӑк ташӑҫӑсем хаваспах йышӑннӑ.
Migulaj // 1824.4.6566
2013.07.14 15:06 | |
Питĕ кăмăла каякан хыпар. Эпĕ ку ташă ушкăнĕн ятне ют чĕлхепе мар, чăвашла ят парасшăн. Кун пек икĕпитлĕн хăвна туятăн. | |
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2013.07.14 15:09 | |
Хальхи вăхăтра чăвашла ят парасси ытла та сайра пулăм. Вырăсла ят парасси йăлана кĕнипе пĕрех — ним шутламасăр (ятарласа вырăсла пултăр тесе мар — шăп та лăп, чăвашла та ят пама пуласси пирки шухăшламан пирки) çапла тăваççĕ. | |
Migulaj // 1824.4.6566
2013.07.14 18:38 | |
Апла пулсан чăвашсенчен вырăссем тумалли шухăш пурнăçа кĕрсе пырать. Ку вăл тĕнчери чи пысăк çылăх пулать. | |
