Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Петӗр Хусанкайӑн ҫӗнӗ кӗнеки

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 10.01.2023 09:12 | 904 хут пӑхнӑ
Культура

«Тилли кӑна, Тилли кӑна тееҫҫӗ» - ҫапла ят панӑ Чӑваш халӑх поэчӗн Петӗр Хусанкайӑн иртнӗ ҫул вӗҫӗнче Шупашкарта кун ҫути курнӑ, Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай пухса хатӗрленӗ ҫӗнӗ кӗнекине.

Кӗнеке виҫӗ пайран тӑрать. Унӑн пӗрремӗш пайӗ «Тутарстанри Элкел районӗнчи Сиктерме ялӗн ҫыннисем ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ Петӗр Хусанкая аса илнисем» ятлӑ. Ку пая чӑваш халӑхӗн пулас аслӑ поэчӗпе пӗр ялта выляса-кулса ӳснӗ Гликерия Белова, Анастасия Казанкова, Михаил Медиков тата Наталия Ирсукова асаилӗвӗсем кӗнӗ.

Кӗнекен иккӗмӗш пайӗнче – Сиктӗрмере иртнӗ ӗмӗр пуҫламӑшӗнче тата кӑшт маларах ҫырса илнӗ чӑваш халӑх юррисем.

Виҫҫӗмӗш пай вара пӗтӗмпех Петӗр Хусанкайӑн пӗтӗм чӑваш тӗнчи пӗлекен «Тилли юррисем» ятлӑ 55 сӑвӑран тӑрать. Вӗсене сӑвӑҫ 1933-1940 ҫулсенче ҫырнӑ.

Петӗр Хусанкайӑн «Тилли кӑна, Тилли тееҫҫӗ» кӗнекине халӑх патне ҫитерме Республикӑри Ҫеҫпӗл Мишши фондне укҫа-тенкӗпе Звениговори аш-какай комбиначӗн ертӳҫи, Халӑхсем хушшинчи Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ, Петӗр Хусанкайпа пӗр ялта ҫуралса ӳснӗ Иван Казанков пулӑшнӑ.

Ҫӗнӗ кӗнекен тиражӗ – 1000 экземпляр.

#кӗнекесем, #культура, #литература, #Сиктӗрме, #Петӗр Хусанкай

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Валери ТУРКАЙ // 3221.65.1489
2023.01.10 09:35
Тавах, Аҫтахар!
Кӗнекене илемлетнӗ ҫӗрте, хӑй ирӗк панипе, Чӑваш халӑх художникӗн Владимир Агеевӑн "ЯЛТИ ӐСЧАХСЕМ" ӳкерчӗкӗпе (1972) усӑ курнӑ.
Ман шутпа, ку ӳкерчӗк - чӑн-чӑн шедевр!
Валери ТУРКАЙ
Николай Максимов // 3307.97.0645
2023.01.12 16:32
Вуланисĕр пуçне "Тилли юррисене" 1997 çулта Хусанкай керменĕнче аслă поэтăмăр 90 çул тултарнă ятпа ирттернĕ савăнăçлă каçра СССР халăх артисчĕ Вера Кузьмина вуланине илтме тÿр килнĕччĕ. Кăмăла темле хытарсан та куççÿле чараймарăм ун чухне. Вăтаннипе куç айĕн ыттисене пăхса илтĕм. Ман пеккисем залра туллиех пулнă иккен. Çапла вăл чăн-чăн поэт сăмахĕ, çапла вăл чăн-чăн артист хăвачĕ. "Тилли юррисене" кĕнекене уйрăм пай тусах кĕртни, ман шутпа, питĕ тĕрĕс.
Валери ТУРКАЙ // 3221.65.1489
2023.01.14 05:12
Николай Максимов; "Тилли юррисене" кĕнекене уйрăм пай тусах кĕртни, ман шутпа, питĕ тĕрĕс".
Тавах,хисеплӗ Николай Макимов! Килӗшетӗп!
Ман шутпа тӗнче поэзийӗнче "Тилли юррисем" пекки урӑх ҫук! Мӗн чухлӗ философи, лирика, шӳт унта! Мӗн чухлӗ ХАЛӐХЛӐХ унта!
Тата... Хусанкай хӑйӗн ҫак ярӑмне ҫырнӑ хушӑра... 18 УЙӐХ(!) НКВД нӳхрепӗнче асапланнӑ!..
"Тилли кӑна, Тилли тееҫҫӗ..." кӗнекене вулакансем хапӑл туса йышӑнчӗҫ.Тиражӑн ҫуррине Сиктӗрмене ӑсататпӑр, ҫурри ыттисем валли юлать.
Валери ТУРКАЙ. 89278555480

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем