Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Шӑтӑк шӑрҫа ҫӗрте выртмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Нестер Янкас ячӗллӗ Премийӗн лауреачӗн ятне пама кандидатсем тӑратаҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Виталий Михайлов 26.12.2022 17:38 | 585 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх
Лауреат палли
Лауреат палли

Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх 2022 ҫулшӑн литературӑпа ӳнерте тата культура аталанӑвӗнче палӑрнӑ пултаруллӑ ҫынсене Нестер Янкас ячӗллӗ Преми памашкӑн кандидатсем тӑратмашкӑн халӑх умне сӗнӳпе тухать. Кандидат ҫинчен калакан автобиографипе характеристикӑна тата ӑна тӑратакан организацин ыйтса ҫырнине Преми паракан комиссине 2023 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗччен ҫитермелле.

Нестер Янкас ячӗпе хисепленекен преми тӗллевӗ ҫакӑн пек: чӑваш культурипе искусствине, литературипе чӗлхине аталантарас, культурӑпа истори палӑкӗсене упрас, халӑхсен туслӑхне ҫирӗплетес, ӳссе ҫитӗнекен ӑрӑва тӗрӗс-тӗкел воспитани парас, уйрӑм ҫынсен пултарулӑхне аталантарас, наци культурин ҫитӗнӗвӗсене халӑх хушшинче сарас енӗпе тунӑ ӗҫсемшӗн хавхалантарасси.

Премие чӑваш культурине, литературипе искусствине малалла аталантарас ӗҫре уйрӑмах палӑрнӑшӑн, республикӑмӑрти тата районти ял ҫыннисен тӗрлӗ социаллӑ сийӗн культура аталанӑвӗнчи халӑх пултарулӑхӗн хастарлӑхне ӳстернӗшӗн параҫҫӗ.

Премие уйрӑм пултаруллӑ ҫынсене, пултарулӑх коллективӗсене, шкулсемпе ача сачӗсене, патшалӑх предприятийӗсемпе учрежденийӗсене, коммерциллӗ фирмӑсене тата ӗҫ коллективӗсене пама пултараҫҫӗ.

Премие тивӗҫлӗ кандидатсене Нестер Янкас ҫуралнӑ кунччен икӗ уйӑх малтан тӑратаҫҫӗ. Кандидатсене политикӑлла партисемпе обществӑлла юхӑмсем, профсоюзсен тата творчествӑлла пӗрлешӳсен ертсе пыракан органӗсем, ӗҫ коллективӗсем тӑратма пултараҫҫӗ.

Нестер Янкас ячӗпе хисепленекен преми лауреачӗ ята пама пӗрлӗх правленийӗ ятарлӑ комисси йӗркелет. Комисси йышӗнче культура, искусство тата литература пултарулӑхӗнче палӑрнӑ ҫынсем ҫурринчен кая мар пулмалла. Премисен шутне Преми паракан ятарлӑ комисси палӑртать.

Премипе пӗрле лауреата ҫакна ҫирӗплетекен Диплом параҫҫӗ тата лауреатӑн ятарлӑ паллине (медальне) ҫакса яраҫҫӗ. Кандидата тӑратакан политикӑлла партисемпе обществӑлла юхӑмсем, профсоюзсен тата творчествӑлла пӗрлешӳсен ертсе пыракан органӗсем ҫакна ҫирӗплетекен Свидетельство илеҫҫӗ. Вӗсене Нестер Янкаса халалланӑ пӗрлӗхӗн савӑнӑҫлӑ каҫӗнче чаплӑ лару-тӑрура парса чыслаҫҫӗ. Н.Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх правленийӗ пӗлтерет.

#премисем, #чӑвашлӑх, #литература, #Красноармейски районӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем