Чӑваш Енре инкеклӗ лару-тӑрура шар курнӑ ҫынсене памалли тӳлеве ҫирӗплетнӗ. Вӑл 10 пин тенкӗрен пуҫласа 1 миллион тенкӗ таран пулӗ.
Шар курнисем пӗр хутчен 10 пин тенкӗ илме пултараҫҫӗ. Усӑ курма кирлӗ пурлӑхӑн пӗр пайне ҫухатсан 50 пин тенкӗ тӳлеҫҫӗ, йӑлтах ҫухатсан – 100 пин тенкӗ.
Инкекре ҫын вилсен ҫемьене 1 миллион тенкӗ парӗҫ. Енчен те ҫын инкеклӗ лару-тӑрура сывлӑхне йывӑр сиен кӳрет тӗк 400 пин тенкӗ тӳлӗҫ, вӑйлах сиенленмесен – 200 пин тенкӗ.