Республикӑн кӑнтӑр енчи районӗсем уй-хир ӗҫӗсене яланах маларах пуҫланаҫҫӗ. Вырмана вӑл енчисем тунтикунах тухнӑ иккен. Яваплӑ ҫак ӗҫҫине пуҫӑнни пирки чи малтан Елчӗк районӗнчи «Победа» общество хыпарланӑ-мӗн. Куславкка районӗнчи Василий Семенов фермер ир пулакан купӑстана касма тытӑннӑ.
Сӑмах май, ял хуҫалӑхӗнчи лару-тӑру пирки республика элтеперӗ Михаил Игнатьев тунтикун районсемпе хуласен пуҫлӑхӗсемпе ирттернӗ видеоконференци вӑхӑтӗнче сӳтсе явнӑ. Ял хуҫалӑх культурисене мӗнпур категориллӗ хуҫалӑхсенче (кунта предприятисемпе фермерсем кӗреҫҫӗ) пурӗ 549,3 пин гектар ҫинче акса-лартса хӑварнӑ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, ку вӑл 4,9 пин гектар ытларах иккен. Кӑҫал тӗш-тырӑпа пӑрҫа йышшисене ытларах акнӑ. Техника культурисене — рапса, горчицӑна, хӗвелҫаврӑнӑш — туса илекенсем те йышланнӑ. Ака лаптӑкӗсене 15 районта ӳстернӗ. Ҫав вӑхӑтрах элӗксем, вӑрнарсем, канашсем, хӗрлӗ чутайсем, шӑмӑршӑсем, ҫӗмӗрлесем ака-суха лаптӑкӗсене чакарнӑ. Ял хуҫалӑх культурисен лаптӑкӗсене уйрӑмах ҫӗмӗрлесем самай пӗчӗклетнӗ иккен, унта 30 процента яхӑн сахаллатнӑ, виҫӗм ҫулхинчен вара — икӗ хут таран.