Чӑваш Енрен Китая чӑх какайӗ ӑсанать. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, экспорт 4,5 хут ӳснӗ.
Кӑҫал кӑрлач-юпа уйӑхӗсенче Китая 10,9 миллион долларлӑх чӑх какайӗ ӑсаннӑ. Пӗлтӗр ҫак тапхӑрта 2,4 миллион долларлӑх пулнӑ.
Сергей Артаманов министр Чӑваш Енре кайӑк-кӗшӗк ӗрчетекенсем валли пӗтӗм условие туса панине палӑртнӑ. Инкубатор валли ҫӑмарта, чӗп туянсан субсидилеҫҫӗ: 1 ҫӑмарташӑн – 1 тенкӗ, 1 пуҫ чӗпшӗн 3 тенкӗ тавӑрса параҫҫӗ.