Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Хыпар: Вӑйлӑ ҫумӑра пула Шупашкарти урамсемпе ҫулсем шыв айне пулнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Анастасия Пирӗшти 09.07.2013 19:40 | 1822 хут пӑхнӑ

Нумаях пулмасть, ҫынсем хӗвелле шӑрӑх кунсене пула аптратчӗҫ, халӗ вара ҫумӑртан тарса пытанмалли вӑхӑт ҫитнӗ ав мӗн. Кӑҫал хӗллехи кунсем вӑрӑха пынипе ҫурхи вӑхӑтсене туйса та илеймерӗмер. Анчах ҫутҫанталӑк ку тӗрес маррине туйсах пулмалла ҫуркуннехи ӑмӑрлӑ кунсене тавӑрас тенӗ.

Паян, утӑн 9-мӗшӗнче, Шупашкар вӑйлӑ ҫумӑра пула шыв айне пута пуҫланӑ: хулари хӑш-пӗр ҫулсемпе урамсем шыв ытамне лекнӗ, транспорта та ҫӳрем самай чӑрмантарнӑ. Йывӑр лару-тӑрӑва Ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче асӑрхама май лекнӗ. Унта 13:00 сехетсем иртсен вӑйлӑ ҫумӑра пула Трактор тӑвакансен проспектӗнчи сарлакка ҫул самантрах кӳлӗ пулса тӑнӑ.

Унсӑр пуҫне тата ҫумӑра пула хула кӳлмекӗ хӗррипе, агрегат савучӗ таврашӗнчи ҫулсемпе ҫӳресси йывӑрланнӑ.

Республикӑра ҫумӑрлӑ кунсем 11-мӗшччен тӑсӑлӗҫ. Ҫак виҫӗ кун хушшинче уйӑх хушшинче ҫумалли норми ҫӗре нӳрлетмелле иккен.

#Шупашкар, #ҫумӑр, #ҫул-йӗр, #инкек, #ҫанталӑк

 

Комментари:

Migulaj // 1824.4.6566
2013.07.10 06:29
Ку сăнӳкерчĕк çинче те Шупашкарта чăваш чĕлхин вырăнĕ çуккине куратăн.
2013.07.10 09:38
Аçтахар Плотников
Микулай, тен, эс пулин килсе вĕсене ăс кĕртĕн, э? «...шском» курсан — ку ăçта-ха тесе тĕлĕнтĕм, нивушлĕ унта пĕр-пĕр «Размести баннер на чувашском» çырни мар-ши терĕм. Анчах кайран аса илтĕм — унашкал вырăн Хевеш пасарĕнче пурччĕ. Чăн çырни вара «Хевешском»... Эп шухăшлани вара ĕмĕт кăна...

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем