Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пӗтӗм тӗнчере Ваттисен кунне уявлаҫҫӗ те, Чӑвашстат ҫавӑн умӗн пирӗн республикӑри ватӑ ҫынсен йышне тишкернӗ.
2022 ҫул пуҫламӑшӗ тӗлне пирӗн республикӑра пурӑнакансен 24 проценчӗ, е 290 пин ҫын, аслӑ ӑрурисем шутланнӑ. Карчӑксен йышӗ арҫынсенчен 2,4 хут ытларах.
Раҫҫей Пенси фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ хыпарланӑ тӑрӑх, тивӗҫлӗ канурисен шучӗ 358 пинпе танлашать. Вӗсенчен 5 пине яхӑн ҫын – 90-99 ҫулсенчисем. Вӑрӑм ӗмӗрлисем Шупашкарта, Патӑрьел, Елчӗк тата Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче йышлӑ. 100 ҫултан иртнисен шучӗ – 47.
Аслӑ ӑрурисем те ҫемье ҫавӑраҫҫӗ. Иртнӗ ҫул 88 ватӑ мӑшӑрланнӑ.