Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Сапсан ӑҫта чарӑнӗ?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 01.07.2013 06:15 | 1471 хут пӑхнӑ

Хусантан Чӑваш Ен урлӑ пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ пуйӑссем ҫӳреме пуҫласси пирки эпир хыпарланӑччӗ. Пысӑк тӑкаклӑ (ӑна хута яма пӗр триллион тенкӗ таран тухса каять-мӗн) ҫак проекта 2018 ҫулта туса пӗтерме яма палӑртаҫҫӗ. Чӑвашра пуйӑссем ӑҫта чарӑнӗҫ? Ҫак ыйту тавра пуҫ ватать «Правда ПФО» сайт. Тупсӑмне шыранӑ май вӑл Чӑваш Енӗн транспорт министрӗн ҫумӗпе Владимир Степановпа ҫыхӑннӑ.

Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ведомство «Скоростные магистрали» тата «Ленгипротранс» обществӑсемпе тӗлпулу ирттернине пӗлтернӗ иккен. Ҫав калаҫура пуйӑс ҫулӗн ҫурҫӗр вариантне малтанласа ырланӑ-мӗн. Ҫурҫӗр вариант тени Кӳкеҫ патӗнчен иртессе пӗлтерет. Тепӗр вариантне, кӑнтӑр текеннине ырласан, Апаш урлӑ каймалла пулатчӗ. Апла тӑк чарӑну ӑҫтарах вырнаҫма пултарасси пирки тавҫӑрма май пур. Анчах республикӑра пуйӑс икӗ ҫӗрте чарӑнас шанчӑк та пур имӗш. Теприн пирки хальлӗхе калама хӗн. Ҫапах та «Ленгипротранс» общество чарӑнусене кашни 70 ҫухрӑмра тума шухӑшланине тӗпе хурсан, тепри е Етӗрнере, е Куславккара пуласси пирки тӗшмӗртет маларах асӑннӑ Интернет-кӑларӑм. Юлашкинчен асӑннӑ хула Тутар Республикин чиккинчен инҫе маррине кура Етӗрнере тӑвас шанчӑк ытларах тесе шухӑшлама май пур иккен.

#Кӳкеҫ, #Шупашкар, #Куславкка, #ҫул-йӗр, #Етӗрне, #чукун ҫул

 

Комментари:

Migulaj // 3257.11.2716
2013.07.03 17:34
Чăвашра сăмах вырăнне Чăваш çĕршывĕнче е Чăваш республикинче тесе çырсан тĕрĕсрех пулмасть-и?
2013.07.03 17:42
Аçтахар Плотников
«Чăвашра» — çирĕпленнĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем