Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Сывлӑх: Сӑкӑтра ҫӗнӗ тухтӑр амбулаторине уҫнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 02.09.2022 16:56 | 1067 хут пӑхнӑ
Сывлӑх
Сӑкӑтри амбулатори. cap.ru сайтри сӑн
Сӑкӑтри амбулатори. cap.ru сайтри сӑн

Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑтра паян ҫӗнӗ тухтӑр амбулаторине уҫнӑ. Ку савӑнӑҫлӑ уява район 95 ҫул тултарнине халалласа ирттернӗ.

Амбулаторине уҫнӑ ҫӗре Чӑваш Республикин Элтеперӗ Олег Николаев, республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов тата ыттисем ҫитнӗ.

Влаҫ органӗсен порталӗ хыпарланӑ тӑрӑх ҫӗнӗ ҫурта «Сывлӑх сыхлавӗ» наци проекчӗ шутне кӗрекен «Раҫҫей Федерацийӗнчи (Чӑваш Республики — Чӑваш Ен) сывлӑх сыхлавӗн малтанхи пая ҫӗнетесси» регионти проект пулӑшӑвӗпе ҫӗкленӗ.

«Проектсем ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланаҫҫӗ, ял тӑрӑхӗсенче шкулсемпе пульницӑсене хӑпартатпӑр, юсатпӑр, вӗсен аталанӑвне тӗрлӗ енчен тишкерсе тухатпӑр. Амбулаторире аптека ҫук, ҫапах та эмелсене пульницӑна амбулаторире выртакан чирлӗ ҫынсем ыйтнине шута илсе ҫитерсе тӑрӗҫ», — палӑртнӑ республика Пуҫлӑхӗ медперсоналпа тата ял ҫыннисемпе калаҫнӑ май.

Амбулаторине тухтӑр пӳлӗмӗ; процедурӑсем тата прививкӑсем тумалли пӳлӗмсем; тӗрӗсленмелли пӳлӗм; сывӑ ача пӳлӗмӗ тата ытти пӳлӗмсем пур. Кунтах кун ҫутинче икӗ ҫын выртмалӑх палата пур.

Амбулаторие Сӑкӑт ҫыннисем валли тунӑ. Ялта вара 1500 патнелле ҫын пурӑнать.

#Патӑрьел районӗ, #Сӑкӑт, #пульницӑсем, #Элтепер

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3469.78.0701
2022.09.03 13:45
Agabazar
Ялти çынсен шучĕ нихçан та 2000-рен кая пулман. Халь вара 1500 çеç тăрса юлнă-шим?
Agabazar // 3469.78.0701
2022.09.03 13:48
Agabazar
Сăкăтра тухтăр çĕнĕ абулаторине уçнă — çапла пулмалла тĕрĕс ят.

Вара иккĕлле илтĕнми пулать. Атту мĕн-ха вăл «çĕнĕ тухтăр»?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем