Чӑваш Енӗн Транспортминӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫӗртмен 28-мӗшӗ тӗлне ҫынсене турттарма республикӑра 1 289 таксине ирӗк панӑ. Тепӗр 953 ҫыннӑн заявленине вара хальлӗхе пӑхса тухайман-ха. Ҫак эрнене илес пулсан — 4 таксиста ӗҫлеме ирӗк паракан хутпа тивӗҫтернӗ, тепӗр 3 заявкӑна ырланӑ (хутне каярах парӗҫ ӗнтӗ).
Ирӗк парас умӗн транспорта тӗрӗслеҫҫӗ, урапана кирлӗ хатӗрсемпе тивӗҫтернине пӑхаҫҫӗ. Ӗҫлеме ирӗк илнӗ таксистсен йышӗпе транспорминӗн сайтӗнче паллашма май пур.