Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кӳршӗре: Кӳршӗ регионта судья хӗрне судпа айӑплассине тӑсаҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 13.08.2022 14:24 | 903 хут пӑхнӑ
Кӳршӗре
Айӑпланакан хӗр. «Кстати…» телеканал тунӑ сюжетри сӑн
Айӑпланакан хӗр. «Кстати…» телеканал тунӑ сюжетри сӑн

Чулхула облаҫӗнче 2020 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ҫул ҫинче инкек пулса иртнӗ. Балахна хулинче пӗр хӗр светофорӑн хӗрлӗ ҫути ҫине пӑхмасӑр ҫул тӑваткалне вӗҫтерсе тухнӑ. Кунта вӑл симӗс ҫутӑ ҫине тухнӑ тепӗр машшинпа ҫапӑннӑ.

Инкекре симӗс ҫутӑ ҫине тухнӑ машшин водителӗн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Унӑн икӗ ача тӑрса юлнӑ. Хӗрлӗ ҫутӑ ҫине ҫӗр километра яхӑн хӑвӑртлӑхпа (курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх) вӗҫтерсе тухнӑ хӗре айӑплас тӗлӗшпе суда тӑсаҫҫӗ. Сӑлтавне вара хӗрӗн амӑшӗ судьяра ӗҫленинче кураҫҫӗ. Хӗрӗ хӑй те Балахнари судра ӗҫленӗ.

«Кстати…» телекӑларӑм каласа панӑ тӑрӑх, суда тӗрлӗ майпа тӑсма хӑтланаҫҫӗ. Сӑмахран хӗр сыв маррипе сӑлтавласа. Ҫавӑн пекех хӗр айӑпне сирес, е ӑна пӗчӗклетме тӑрӑшни сисӗнет. Шар курнӑ ен каласа панӑ тӑрӑх чи малтан хӗре хӳтӗлесе инкекре Максим Рыбакова хӑйне айӑпласшӑн пулнӑ — вӑл имӗш инкек ан тухтӑр тесе нимӗн те туман. Хальхи вӑхӑтра айӑпланакан ен Максим Рыбаков вилнине лешӗ пиҫиххипе ҫыхӑнманнипе сӑлтавласшӑн. Имӗш Кристина Короткова ҫӗр ҫухрӑмпа хӑваласа светофор ҫинче хӗрлӗ ҫутӑна пӑхмасӑр ҫул тӑваткалне вӗҫсе тухни мар ҫынна вӗлернӗ — ҫакӑ имӗш Максим пуҫӗпе асфальт ҫине пырса тӑрӑннӑран пулса иртнӗ.

Халӑх шухӑшӗпе хӗре апла-и, капла-и, анчах тивӗҫлӗ айӑп тытасран ҫӑлса хӑварӗҫ. Суд тӗрӗс йышӑну тӑвӗ тесе ӗненекенсем сахал.

#пӑтӑрмахсем, #Балахна, #Чулхула облаҫӗ, #судсем, #судьясем, #кӳршӗре

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем