 Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
      Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.  
     Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
      Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ... 
     Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
      Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха... 
     
 Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта паллӑ чӑваш композиторне тата музыка ӗҫченне Евгений Федорова асӑнса асӑну хӑми уҫнӑ. Ӑна композитор пурӑннӑ Энергетиксен урамӗнчи 1-мӗш ҫурт ҫине вырнаҫтарнӑ. Маларах ҫакӑн йышши палӑка икӗ чӗлхепе тӑватчӗҫ пулсан, хальхинче вара вырӑсла кӑна ҫырса хурас тенӗ пулас.
Асӑну хӑмине уҫнӑ ҫӗре кӳршӗ-аршӑ, тӑванӗсем, хула администрацийӗн ӗҫченӗсем пухӑннӑ. Хӑмана уҫас шухӑша Евгений Федоровӑн тӑванӗн ачисем, композиторӑн тӑлӑх арӑмӗ Нина Якимовна ҫине тӑнӑ иккен. Чӑваш Енӗн композиторсен ассоциацийӗпе Чӑваш Енӗн ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗ те айккинче юлман.
Евгений Федоровӑн арӑмӗ унӑн пулас упӑшки мӗн ҫамрӑкранпах юрӑ-кӗвӗ тӗнчипе ҫывӑх пулнине палӑртнӑ. «Вӑл лирикӑлла юрӑсем ҫыратчӗ. Тӑван ҫӗршыв, Чӑваш Ен пирки», — ӑшшӑн аса илнӗ вӑл упӑшкине. «Шел, пирӗн ҫемьере нихӑшӗ те унӑн ҫулне суйламарӗ. Мӑнука пианинопа калама вӗрентесшӗнччӗ те май килмерӗ», — чунне уҫнӑ Нина Якимовна.
| Аçтахар Плотников // 5043.2.1941 2013.06.28 20:15 | |
|  | Евгений Антонович пирки информаци шырарăм — тупаймарăм. Паллă кĕвĕ çыравçă тенĕ пулин те чăваш энциклопедине кĕмелĕх ĕçлеймен пулас (çук). | 
| Migulaj // 3979.23.6070 2013.06.28 20:55 | |
| Евгений Федорова асăнса уçнă хăма ют чĕлхепе çеç-им?    | |
| Аçтахар Плотников // 5043.2.1941 2013.06.28 20:59 | |
|  | Ара, çыртăм-çке (Эверкки тексчĕ çумне хушса) — вырăсла кăна тесе. Яланах икĕ чĕлхепе çыратчĕç, ку хутĕнче аппаланас мар тенĕ-ши? Ленин проспечĕпе утас пулсан — чылай тĕл пулаç вĕсем. Пурте икĕ чĕлхепе. | 
