Ҫапла, ҫутҫанталӑкӑн хӑйӗн саккунӗ ҫав. Шупашкар енче юлашки вӑхӑтра ҫумӑр пулман мар-ха. Анчах кӑнтӑр енче ӑна теме кӗтнӗ пекех тӗмсӗлеҫҫӗ иккен. Патӑрьел районӗнче, сӑмахран, вӑйлӑ ҫумӑр ака уйӑхӗн 26-мӗшренпе ҫуман теҫҫӗ. Унтанпа вӗтӗ ҫумӑр икӗ хутчен шӑпӑртатса иртнӗ те тек пулман-мӗн.
Ял хуҫалӑх культурисене епле те пулин сыхласа хӑварас тесе хресчен тӗрлӗ меслет шырать. 4 хуҫалӑхра хирсене шӑвараҫҫӗ иккен. Ҫапах та мӗнпур уя шӑварса пӗтереймесси паллӑ ӗнтӗ. Ҫӗрулмине типсе каясран ятарлӑ препаратпа аталантараҫҫӗ-мӗн-ха. Анчах ку та йывӑрлӑхран тухмалли ҫул-йӗр тееймӗн. Ҫеҫке симӗс ларсан та ҫӗрулми ӳсесшӗн мар.
Акӑ, «Батыръ» хуҫалӑхра рапс пачах шӑтса тухманпа пӗрех иккен. Сухаласа пӑрахасси кӑна юлать тесе пӑшӑрханать имӗш агрофирма ертӳҫи Шейхулла Куликов.
Пӗтӗмӗшле илсен, Патӑрьел районӗнче ҫуртрисен пӗрре-виҫҫӗмӗш пайӗ пӗтнӗ теҫҫӗ. Пӗрчӗллӗ йышши культурӑсем кӑна 7 пин ытла гектар ҫинче типсе ларнӑ.
Синоптиксем те хресчене ҫумӑр ҫӑвать текен хыпарпа савӑнтараймаҫҫӗ. Вӗсем ҫитес эрне варричченех шӑрӑх ҫанталӑк тӑрасса пӗлтереҫҫӗ, ҫумӑр пирки асӑнсах каймаҫҫӗ.
Ӗлӗкрех чӑвашсем ҫакнашкал лару-тӑрура ҫумӑр чӳкӗ ирттернӗ теҫҫӗ те, патӑрьелсем те маннӑ, те унашкал кӗлле шанмаҫҫӗ.
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2013.06.27 22:14 | |
Ку районта йывăр лару-тăру режимне пăрахăçланă тесе пĕлтерменччĕ-и? Халь те çумăрсăр лараççĕ-им вара? |