Иртнӗ эрнере Муркаш районӗнче вӗренекенсем хушшинче чӑваш халӑх юррисене юрлакансен «Саркайӑк» ятлӑ II-мӗш фестивалӗ иртрӗ. Фестивале Муркаш районӗнчи Республика Кунне халалласа чӑваш халӑх пултарулӑхне упраса хӑварма ирттереҫҫӗ. Конкурса 7-18 ҫулхи ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ, ҫавӑн пекех ушкӑнпа юрлама юрамасть.
Ку хутӗнче фестивале пурӗ 34 ача хутшӑнчӗ — вӗсем пурте икшер юрӑ юрласа пачӗҫ. Конкурса хаклакансем 5 лауриатпа 5 дипломанта суйласа илчӗҫ. Кубока Шомик шкулӗнче вӗренекен Поляков Алексей ҫӗнсе илчӗ. Ҫавӑн пекех вӑл Муркаш район администрацийӗн вӗрентӳ, ҫамрӑксен политики, физкультурӑпа спорт уйрӑмӗн ертӳҫи ячӗпе Республика конкурсне каймалли хут илчӗ. Алексей Поляков Республика шайӗнче иртекен конкурсра ҫӗнтерессе пӗтӗм Муркаш районӗ шанать пулӗ. Эпир те ӑна ҫав конкурса ӑнӑҫу сунатпӑр.