Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Ултавпа инҫе каяймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Иосиф Дмитриев ҫинчен…

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Надежда Кириллова 03.07.2022 13:09 | 3233 хут пӑхнӑ
Харпӑр шухӑш Культура

Иосиф Александрович Дмитриев ман асӑмра вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн, пурнӑҫри самантсемпе асра юлнӑ. Чи малтанах, эпӗ ӑна пӗрремӗш хут 1978-мӗш ҫулхи ҫулла Чӑваш академи драма театрӗнче курнине астӑватӑп. Эпир ун чух Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ аслӑ театр училищине вӗренме кӗме пултарулӑх экзаменӗсем тытатпӑр. Пӗр ҫамрӑк ҫын театр картишӗнче темиҫе ачана сӑвӑ вулама пултарайманнишӗн вӑрҫсах тем калать. Ахӑртнех, вӑл комисси ларакан вырӑнтан тухса артист пулма вӗренме кӗрес текен ҫамрӑксене картишне тухсах ятлама шутланӑ пулас. Каярах конкурса хутшӑннӑ май, эпӗ вӑл ултӑ ҫул каярах Ленинградри театр, музыка тата кинематографи институтӗнчен вӗренсе тухса халь Мускаври ГИТИСра режиссер пулма вӗренме кӗнине пӗлтӗм.

Иосиф Дмитриев эпир Мускаври аслӑ театр институтӗнче вӗренме пуҫласан пӗрремӗш курса пирӗн пата пынӑччӗ. Пирӗнпе вӑл вӗрентӳ урокӗ пекки те ирттерсе пӑхнӑччӗ. Анчах эпир тин ҫеҫ вӗренме пуҫланӑскерсем, ӑна ӑнланса пӗтереймерӗмӗр курӑнать, вӑл пирӗн пата ҫӳреме пӑрахрӗ. Мускавра вӗреннӗ чух эпир кашни кунах тенӗ пек театрсене ҫӳренӗ, пире вӗрентекенсем уйрӑмах малтанхи курссенче ҫине тӑрсах ҫӳреттеретчӗҫ, тепӗр кун спектакль ҫинчен хамӑр шухӑшсене ыйтса пӗлетчӗҫ. ГИТИС институчӗн Вӗренӳ театрӗ пурччӗ, эпӗ унта студентсен диплом спектаклӗсене курма ҫӳреме юрататтӑм. Ҫапла майпа ӑнсӑртран 1980-мӗш ҫулта режиссер курсӗнче вӗренекенсен диплом ӗҫӗнче Иосиф Дмитриева курнине астӑватӑп. Вӑл ун чух ГИТИСра режиссер уйрӑмӗнче юлашки ҫул вӗреннӗ.

Шупашкарта эпӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче вӑл лартнӑ Валери Туркай ҫырнӑ чи пӗрремӗш пьесипе Федор Павловӑн «Ялта» драмин премьерисене курнине астӑватӑп. Ун чухне эпӗ Иосиф Дмитриева режиссер пулса ӗҫлеме нихӑш театра та йышӑнманнине ӑнланса илнӗччӗ. Чӑваш ҫамрӑкӗсен театрӗнче - вӑхӑтлӑха чӗнсе илнӗ режиссер пек, Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче - режиссер-педагог пек, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗнсен институтӗнче - тӗпчевҫӗ пек унӑн ҫирӗм ҫула яхӑн ӗҫлесе пурӑнма тивет. Малтан Канашри педагогика училищинчен вӗренсе тухса, унтан Ленинградри театр, музыка тата кинематографи институтӗнче актер профессине алла илсе, виҫӗ ҫул Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче актер пулса ӗҫлесе, ун хыҫҫӑн ГИТИСра режиссер ӑсталӑхне пилӗк ҫул вӗренсе алла илнӗ ҫамрӑк ҫын Чӑваш Республикинче режиссер ӗҫӗпе ӗҫлеме ирӗк илеймест. 1996-мӗш ҫулта хӑйне Казахстанри Астана хулинчи Вырӑс драма театрӗн директорӗ Хусан хулинче тӗрӗк халӑхӗсен хушшинче иртекен «Науруз» фестивальте тӗлпулса хӑйсем патне режиссер пулса ӗҫлеме чӗнсен, ку шухӑшпа вӑл тӳррех килӗшет. Чӑваш ҫӗрӗнчен Казахстана унӑн 15 ҫуллӑха (1996-2011) тухса кайма тивет. Иосиф Дмитриев ҫамрӑк сӑвӑҫа эпӗ ун «Малтанхи утӑмсем» ятлӑ кӗнекере пичетленнӗ сӑввисене вуласа пӗлнӗ-ха, анчах, паллах, ӑна поэт пек пӗлме пултарайман. Халӗ ҫак сӑвӑ пурнӑҫӗнчи унӑн чи йывӑр вӑхӑтне аса илтерсе чуна ҫав тери хытӑ ыраттарать.

Шупашкар! Савнӑ сар Шупашкарӑм!

Сан ачу, сан чӗппӳ инҫете ҫул тытать:

Ҫунатне вӑй хушсам, ҫул ҫине пил парсам.

Шупашкар! Савнӑ шар Шупашкарӑм,

Пыл шӑршиллӗ ачаш ураму!

Чуна канлӗх тӑкса, ҫутӑ ырлӑх сапса

ҫӑлтӑру тӳпене хӑпарать.

Шупашкарӑм! Савнӑ сар Шупашкарӑм!

Саншӑн ҫеҫ ӑнтӑлса, Ҫеҫпӗл пек кӗлленсе эп ҫӳрем.

Сан ятна, сан ятна пӑшӑлтаттӑр тутам:

Шупашкар! Сывӑ пул Шупашкар!

Каялла килмесен ан шыра ҫӗр ҫинче,

Шыв ҫинче ан шыра! Ҫӑлтӑр пулӑп,

сан ҫинчи тӳпере эпӗ ҫунӑп.

50 ҫула ҫывхаракан арҫынна хӑй юратнӑ ӗҫӗпе ӗҫлеме тӑван ҫӗршывран питӗ аякка тухса кайма тивни, паллах, уншӑн пӗрре те ҫӑмӑл пулман.15 ҫул Казахстанра ӗҫлесе 2010-мӗш ҫулта вӑл Казахстан Республики культурин тава тивӗҫлӗ деятелӗ пулса тӑрать. Унта ӗҫленӗ хушӑрах вӑл Чӑваша килсе кайма май тупса Ҫамрӑксен театрӗнче темиҫе спектакль сцена ҫине кӑларать, 2011-мӗш ҫулта Чӑваш Республикине каялла таврӑнать, хӑйӗн юратнӑ режиссер ӗҫӗпе тӑрӑшма Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче тинех ирӗк илет.

Вӗренме ӳркенмен Иосиф Дмитриев ӗҫлеме те ӳркенмен. Вӑл - актер, педагог, режиссер, поэт, наука ӗҫченӗ, куҫаруҫӑ, сӑвӑ вулакан, юрӑҫ, драматург… Юратнӑ ӗҫӗнче ӗҫлеме ирӗк паманни те, тен, ӑна хӑйӗнче тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхне уҫма ирӗк панӑ. Халь ҫавӑн пек те шутлас килет. 1990-мӗш ҫулсенче Иосиф Дмитриев пӗр вӑхӑт Ҫеҫпӗл Мишши сӑввисене Чӑваш телевиденипе вулассине тимлерӗ. 2000-мӗш ҫулсенче Николай Сергеев артистпа вӗсем Гаврил Федоров юррисене сцена ҫинчен пӗрле шӑрантарчӗҫ, ҫав ҫулсенчех вӑл Швецире поэзи фестивалӗсене хутшӑнса авалхи чӑваш юррисене юрлама пуҫлать.

2004-мӗш ҫулта пирӗн унпа пӗрле Казахстанри Туркестан хулинче пӗрле пулса чӑваш халӑх юррипе поэзийӗн уявне ирттерме тӳр килчӗ. Вӑл уява ирттерме эпир Шупашкартан Казахстана виҫҫӗн ҫула тухрӑмӑр: Вера Кузьмина, эпӗ тата Илле Иванов. Вӑл вӑхӑтра Казахстанра ӗҫлесе пурӑнакан Иосиф Дмитриев Туркестан хулине Кокчетау хулинчен пырса ҫитрӗ, пире кӑвак ҫутӑпах вокзалта кӗтсе илчӗ. Туркестан хулинчи университетра вӗренекен студентсем умне тухма ир-ирех, хӑна ҫуртне ҫитсе вырнаҫсанах музыкӑпа поэзи программине йӗркелеме пуҫларӑмӑр. Ку университетра казах, тутар, чӑваш студенчӗсемсӗр пуҫне тата нумай тӗрлӗ халӑх ачисем вӗренеҫҫӗ. Эпӗ Митта Ваҫлей сӑввисене, Федор Павловӑн чӑваш юррисем ҫинчен ҫырнӑ «Хитре» ятлӑ калавӗсӗр пуҫне Петӗр Хусанкайӑн кӑнтӑр ҫинчен ҫырнӑ сӑввисене вулатӑп.

Урхамахӑм пит канӑҫсӑртан

Эп инҫе ҫула ӑна юрттартӑм.

Ман умра халь шӑрӑх Туркестан,

Чей ӗҫме кӗрсе кукленсе лартӑм.

Чечек чейӗ тутлӑ та ҫӑра,

Ҫырла-ҫимӗҫ тӗрлӗрен ак янтӑ,

Кӑпӑш ҫеҫ минтерӗ те хыҫра,

Ун ҫумне эп шухӑшлӑн таянтӑм…

Вера Кузьмина Петӗр Хусанкайӑн «Тилли юррисем» ярӑмӗнчи сӑввисене тата «Ҫатан карта ҫинчи хура хӑмла ҫырли» спектакльтен Амӑшӗ монологне вулать, Иосиф Дмитриев чӑваш халӑх юррисене юрлать. Программӑна казах поэчӗ Абай Кунанбаев сӑввипе ҫырнӑ юрра пурте пӗрле юрланипе вӗҫлетпӗр. Ӑна Иосиф Дмитриев ятарласа пирӗн программа валли чӑвашла куҫарнӑ. 1996-мӗш ҫулта Абай Кунанбаев поэтӑн 100 ҫулне анлӑн ирттернӗ иккен Казахстан ҫӗршывӗнче. Пирӗнпе Ходжи Ахмед Ясеви ячӗллӗ университетӑн сцени ҫине ҫак юрра юрлама аллине баян тытса казах композиторӗ Сауранбек Елеуров та тухрӗ. Питӗ аван иртнӗччӗ тӗлпулу, казах ҫыннисемшӗн те, пирӗншӗн те, чӑвашсемшӗн, асра юлмалӑх.

2011-мӗш ҫулта Иосиф Дмитриев Шупашкара таврӑнсан Ҫамрӑксен театрӗнче спектакльсем лартма пуҫларӗ. Казахстанстан ҫӗршывӗн тава тивӗҫлӗ деятелӗ, тепӗр ҫултан Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ деятелӗ пулса тӑчӗ. Эпӗ вӑл куна, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн коллективӗ Трактор тӑвакансен культура керменӗнчи пӗчӗк залӗнче уявланине астӑватӑп. Ҫулталӑк каялла анчах Казахстанран таврӑннӑ Иосиф Александрович хӑйне саламлакан ҫынсен сӑмахӗсенче хӑйне 15 ҫула тӑван ҫӗршывран тухса кайма тивни ҫинчен чуна ыраттарса калаҫнисене ӑша хывма тӑрӑшмарӗ, ахӑртнех, иртсе кайнӑ ыратӑва тепӗр хут хӑй чунне кӗртес мар терӗ курӑнать. Ытларах шӳтлеме, кулма тӑрӑшрӗ. Тӑван ҫӗрӗ ҫинче хӑй тинех юратнӑ ӗҫӗпе ӗҫлеме пултарнипе тата ӗҫтешӗсем ҫакӑн пек уяв туса панипе савӑнма тӑрӑшрӗ.

Иосиф Дмитриевпа ҫыхӑннӑ тепӗр саманта уйрӑмах аса илмелле. 2018-мӗш ҫул, юпа уйӑхӗ. Эпӗ ун чух Халӑх пултарулӑх центрӗнче тата Ф. П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче вокал уйрӑмӗнче артист ӑсталӑхӗпе педагог пулса ӗҫлеттӗм. Иосиф Дмитриев ӗҫлекен Чӑваш ҫамрӑкӗсен театрӗ «Ҫеҫпӗл» кинотеатр ҫуртне ӗҫлеме куҫнӑччӗ, музыка училищипе пирӗн ҫуртсем юнашарах. Пӗррехинче мана манпа курнӑҫма Иосиф Дмитриев музыка училищине пыни ҫинчен пӗлтерчӗҫ, анчах эпӗ вӑл вӑхӑтра унта пулман иккен, тухса кайса ӗлкӗрнӗ. Вӑл вӑхӑтра Иосиф Александровича йывӑр чирӗ пусахласах ҫитернӗччӗ, анчах вӑл пурпӗрех наци драматургине аталантарас тӗллевпе Раҫҫей шайӗпе хӑй йӗркелесе янӑ театр фестивальне Чӑваш ҫамрӑкӗсен театрӗнче ирттерме хатӗрленетчӗ. Наци драматургӗсен фестивальне хутшӑнас тесе эпӗ хам ҫырнӑ киносценарине вӗсем ирттерекен конкурса панӑччӗ. Ман киносценари суйласа илекен пьесӑсен шутне кӗнӗ иккен, Иосиф Дмитриев ӑна сцена ҫинче лартма суйласа илнӗ. Темле пулӑшу кирлине ӑнланса эпӗ тепӗр кунне Иосиф Дмитриев патне васкарӑм. Вӑл малтанах эпӗ Чӑваш радиора йӗркелесе янӑ «Поэзи ҫӑлкуҫӗ» передача пирки калаҫрӗ: «Питӗ кирлӗ ӗҫ тӑватӑн. Кӑларӑмусем питӗ аван, анчах пур кӑларӑму пирки те, паллах, ун пек калаймӑп», - терӗ. Эпӗ унпа килӗшсе пуҫа сӗлтрӗм: «Сирӗн сӑввӑрсемпе лайӑх кӑларӑмах пулса тухрӗ», - терӗм. Вӑл шарламарӗ, сӑмахне малалла тӑсрӗ. Ун калаҫӑвӗ тӑрӑх вӑл мана Чӑваш ҫамрӑкӗсен театрне ӗҫлеме йыхравланине ӑнлантӑм. Паллах… Ман Чӑваш ҫамрӑкӗсен театрне куҫмалла… Йывӑр чирлӗ ҫын ыйтать… Эпӗ ҫырнӑ киносценарипе унпа пӗрле ӗҫлесе ӑна пьеса туса ҫитермелле…

Фестиваль вӑхӑтӗнче кашни кун Иосиф Дмитриев шалти вӑйӗ сахалланса ҫитнине пӑхмасӑр сцена ҫине тухса калаҫатчӗ. Чӑваш халӑхӗ нуши ҫинчен, чӑваш чӗлхине аталанма мӗн тума пулни ҫинчен, халӑх пуласлӑхӗ ҫинчен калаҫса чунне ыраттаратчӗ. Театр залне пырса ларнӑ хӑй тахҫанах курман пӗр-пӗр ҫынна курсан савӑнсах унпа пӗр самантлӑха сӑмах хушса илетчӗ те хӑй шухӑшне малалла тӑсатчӗ. Ку самантсем маншӑн кӑна мар, пӗтӗм чӑваш халӑхӗшӗн Иосиф Александрович Дмитриев-Трер сӑнарӗн юлашки саманчӗсем пулчӗҫ…

Иосиф Дмитриев – поэт. Темшӗн, ун нумай пултарулӑхӗнчен, халӗ эпӗ ӑна пурнӑҫ парнеленӗ ун чунри поэзилӗхне пӗрремӗш вырӑна лартатӑп. Унта – унӑн хӑй калас тени, унта – унӑн чун ыратӑвӗ, унта – унӑн ирӗклӗ пултарулӑхӗ, унта – унӑн философийӗ, унта - унӑн чӑвашлӑхӗ, чӑваш чунлӑхӗ…

Каллех эп вӑйлӑ,

Чӑтӑмлӑ чӗре.

Ҫак хура каҫ чунран тухса каять.

Каллех ҫут ир,

Эп кӗтнине сиссе,

Шур шурӑмпуҫӑн пурҫӑнне ҫыхать.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#Казахстан, #ҫамрӑксен театрӗ, #театрсем, #культура, #асаилӳсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2465.67.3257
2022.07.03 15:20
Agabazar
Иосиф Дмитриев хăйне «çăваç» тенĕ. Ахăртнех, Çĕтĕк Çăваç (Анчăккасси) ялтан аякрах мар çуралса ÿснĕрен пулĕ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем