Ӗнер ҫӗнӗ хут укҫа пирки каласа пани вӑл тӳрех ҫынсен аллине лекессине пӗлтермест. «Коммерсантъ» ҫырнӑ тӑрӑх ҫӗнӗ 100 тенкӗллӗ укҫа ҫаврӑнӑша тухиччен темиҫе ҫул та иртме пултарать.
Сӑлтавӗ: ҫынсен аллине лекес умӗн ӑна банкоматсемпе терминалсем тата касса хатӗрӗсем палласа илме вӗренмелле. Ҫак ӗҫ вӑраха тӑсӑлма пултарассин сӑлтавӗ вара банкоматсем тӑвакан предприятисем Раҫҫейрен кайнипе ҫыхӑннӑ. Украинӑра ятарлӑ ҫар операцийӗ пуҫланнӑ хыҫҫӑн пирӗн ҫӗршывран NCR тата Diebold Nixdorf кайнӑ. Банкоматсен йышӗнчен 60% ытла ҫак икӗ фирма туса кӑларнисем йышӑнаҫҫӗ.
Иртнинче ҫӗнӗ 200 тата 2000 тенкӗ укҫасене ҫаврӑнӑша кӗртнӗ чухне (ку 2017 ҫулта пулса иртнӗччӗ) банкоматсене вӗсене палласа илме вӗрентесси уйӑх патнелле йышӑннӑ. Ку хутӗнче вара ҫак ӗҫ самай вӑраха тӑсӑлма пултарӗ — банкоматсем тӑвакансем те ҫӗршывран кайнӑ, пысӑк кредит организацисем те санкцисем айне лекнӗ.