Иртнӗ кунхине, ҫурҫӗр иртни икӗ сехет тӗлнелле, Тӗмен облаҫӗнчи ҫул ҫинче инкек сиксе тухнӑ пулнӑ. Пӑтӑрмахра пирӗн ентӗшсем, Шупашкарта пурӑннӑ 59 ҫулсенчи икӗ арҫын вилнӗ. Вӗсенчен пери «Ауди 100» урапапа, тепри «Лада Калинӑпа» пынӑ пулнӑ.
Инкеке лекнӗ арҫынсем Ханты-Мансийск автономи округне урапа туянас тӗллевпе кайнӑ имӗш. Ҫӗнӗ «Аудипе» хуҫаланнӑ хыҫҫӑн арҫынсем икӗ машинпа килелле ҫул тытнӑ. Ҫул-йӗрте тухнӑ инкек сӑлтавӗ вара ҫӗнӗ урапан шофер айӑпӗнче. Вӑл хирӗҫ пыракан ҫурприцеплӑ «Камаз» ҫине пырса ҫапӑннӑ. Тиев машини ҫӑнӑх турттарнӑ, ҫаврӑнса ӳкнӗ хыҫҫӑн вӗсем хыҫалта пыракан «Калина» урапана хупласа хунӑ.
Тӗмен облаҫӗнчи ҪХПИ тытӑмӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх ҫӑмӑл машин водителӗсем йывӑр аманнине пула васкавлӑ пулӑшу ҫитичченех вилнӗ. «Камаз» шофёрӗ вара, пиҫихиппе ҫыхӑннӑскер, пӑтӑрмахра вӑйлӑ аманман.