Ырантан, ҫул уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, Шупашкарти юханшыв порчӗнчен пӑрахутсем ҫӳреме тытӑнӗҫ. Ҫынсене «Чувашия» (чӑв. Чӑваш Ен) икӗ палубӑллӑ пӑрахут турттарӗ.
Рейссем кашни кун 13.00, 15.00, 17.00 тата 19.00 сехетре пулӗҫ.
Аслисем валли билет хакӗ 270 тенкӗ пулӗ, 5-10 ҫулхи ачасем валли – 150 тенкӗ. 5 ҫултан кӗҫӗнреххисенчен укҫа илмӗҫ. Багаж хакӗ – 40 тенкӗ.
Круиз сезонӗ пирӗн тӑрӑхра ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче уҫӑлнӑ. Ҫав кун Шупашкарти юханшыв портне Дон ҫинчи Ростовран «Волга Стар» пӑрахут килсе чарӑннӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Шупашкартан Хусана Атӑл тӑрӑх круизсем уҫӑлӗҫ.